Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Ирçе Çармасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 1-9-мĕш классенче вĕрентекенсем тĕрлĕ темăсемпе калаçусем ирттерчĕç:
И.Я.Яковлев –çĕнĕ чăваш çырулăхне никĕслекенĕ.
Чăваш енĕн паллă çыннисем.
Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе.
Чăваш çĕр-шывĕн хастар утăмĕсем.
Вĕсенче чăваш халăхĕн мухтавлă çыннисен - И.Я.Яковлевăн, Ухсай Яккăвĕн, Г.Н.Волковăн, А.Г.Николаевăн пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ, тăван чĕлхен хальхи вырăнĕ, пĕлтерĕшĕ тĕп вырăнта пулчĕ. Çавăн пекех вĕренекенсем презентацисемпе те паллашрĕç.