Ачасен тавçǎрулǎхěпе пултарулǎхне аталантарас тӗллевпе ака уйǎхěн 21-мěшěнче Ирçе Çармасри пěтěмěшле пěлÿ паракан вǎтам шкулǎн 7-9-мӗш класӗнче «Чи маттурри» ǎс-тǎн ǎмǎртǎвӗ иртрě. Унта çакǎн пек ыйтусем пулчӗç: чǎваш писателĕсен хайлавĕсен ячĕсене тата унти сăнарсене пӗлесси, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупасси, морфологи, орфографи, пунктуаци, чăваш культурипе тата фольклорпа çыхăннă ыйтусем, литература жанрӗсене пӗлесси тата ытти те. Тупǎшу çивӗч иртрӗ. Виçĕ ушкăна пайланса, ачасем ыйтусене тӗрӗс те тӗплӗн хуравласа пычӗç, хǎйсен тавра курǎмне кǎтартрěç. Вǎйǎра Тукмаков Дима(6кл.) Акшарова Дина(8кл.),Николаева Диана(8кл.) Копеева Диана (9кл.), Моисеев Демид(9кл.) ыттисенчен пултаруллǎрах пулни палǎрчӗ.