Паян ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Ирҫе Çармăсри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури эрни пуҫланчĕ. Ăна Чăваш Республикинчи ашшĕпе амăшĕн, районта Л. С. Константинов ҫулталăкне халалланă. Чăваш чĕлхипе литератури эрнин планĕпе килĕшÿллĕн Акшарова Светлана Николаевна библиотекарь «И.Я. Яковлев-аслă вĕрентекен» ятпа кĕнекесен выставки йĕркелерĕ. 1-9-мĕш классенче вĕренекенсем кунĕпех выставкăри кĕнекесемпе паллашрĕҫ. Çĕннине нумай пĕлчĕҫ.