Чǎваш чĕлхипе литература эрнинче Ирçе Çармǎс вǎтам шкулĕнчи вĕренекенсен хушшинче «Чǎваш чĕлхи экспресĕ» вǎйǎ иртрĕ. Вǎййа 3 ушкǎн хутшǎнчĕ. Кĕçĕн, 5,6 классем хушшинчи ǎмǎрту тĕрлĕ станцисенче иртрĕ. Тĕрлĕ ĕçсем пурнǎçласа мала тухассишĕн пурте хĕрсе тупǎшрĕç. Чи маттурисем 5 классем пулчĕç.