Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Ирçе Çармасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Тĕлĕнтермĕш уй» вăйă иртрĕ. Унăн тĕллевĕ – И.Я. Яковлевăн ача-пăча валли çырнă калавĕсене аса илесси: вĕсенче вĕрентсе каланисемпе тата ваттисен сăмахĕсемпе усă курнине тишкересси: чăваш халăхне çутта кăларнă аслă вĕрентекен çинчен ытларах пĕлесси?
Малтанах шкулти кĕçĕн классене вĕрентекен И.Н.Моисеева И.Я. Яковлевăн пархатарлă ĕçĕсем çинчен каларĕ:вăл çырнă халалри шухăшсене тепĕр хут аса илтерчĕ: «Тĕлĕнтермĕш уй» вăййа 2- 4 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вăйă 3 турпа иртрĕ. Чи тавçăрулли вара 2-мĕш класра вĕренекен Чураев Кирилл пулчĕ.